Понедельник
27.05.2019
06:41

Категории раздела
ОБРНАДЗОР РБ
Поиск
Форма входа
Наш опрос
Увеличить каникулы?
Всего ответов: 159
Сайт МАОУ СОШ с.Слакбаш
Главная » Статьи » Начальные классы » Иванова Лариса Никодимовна

Тема: К. Иванов « Суркунне».

Тема: К. Иванов « Суркунне».

Урок чувашского литературного чтения в 3 классе

Учитель: Иванова Лариса Никодимовна

Урок теми: «К.В. Иванов « Суркунне».

Урок теллевесем:

  • Веренту теллеве:Ģыравçǎн пурнǎçĕпе кĕскен паллаштарасси тата сǎвва илемлĕн вулама хǎнǎхтарасси.
  • Воспитании тĕллевĕ: Тǎван тавралǎха юратма, упрама вĕрентесси. 
  • Аталантару тĕллевĕ: сǎвва илемлĕн вулама хǎнǎхтарасси; калаçу ǎсталǎхне аталантарасси; илемлĕх мелĕсене тупса палǎртма вĕрентесси, словарьсемпе ĕçлесси…

 

Урок хатĕрĕсем: К.В.Ивановǎн сǎн-ỷкерчĕкĕ,презентаци слайчесем .

 

Урок йерки

1.Урока йеркелени.

Умĕнхи калаçу

-Ачасем, паянхи урока паллашассинчен пуçлар-ха.

Ман хыççǎн калǎр

-Аван-и, хаклǎ  хǎнасем?

-Аван-и,  каш-каш вǎрман?

-Аван-и,чĕвĕл-чĕвĕл кайăксем

-Аван-и,çутǎ хĕвелĕмĕр!

-Сирĕн  кǎмǎл улшǎнчĕ-и?

Хǎш енне улшǎнчĕ?

Хурланас килет-и е савǎнас килет-и?

-Савǎнас килет пуль çав .Çуркунне çитет савǎнǎç çитет тетпер эпир хǎш чухне.

Паян эпир çуркуннепе хавасланатпǎр.Тата К.В.Ивановǎн сǎввисемпе паллашатпǎр.

      2.   Çĕнĕ темǎпа паллашни

У:  Эсир,пĕчĕкрех чух, 1-мĕш класра К.В.Ивановǎн «Çулталǎк хушши» сǎвǎпа паллашнǎччĕ. Паян та эпир ǎна аса илер-ха, ачасем.Çак сǎвва вǎл вырǎсларан чǎвашлана  1912- мĕш çулта куçарнǎ. Сǎвви «Четыре времени года» ятлǎ пулнǎ. Ачасем, кам сǎвва каласа парасшǎн?

               

                       1)   Сǎвасем  калаттарни

У: Хĕлĕн хǎйĕн паллисем пур, çуркуннен –хайĕн.

      Эп вулакан савǎ йĕркисем çулталǎкǎн вǎхачĕсене сǎнласа кǎтартнине çак ỷкерчĕкре курар-ха.

              

               Шурǎ юр ирĕлет,

                Çеçен хир чĕрĕлет,

                Ешĕл курǎк тухать,

                Ку хǎçан пулать-ши?

 ( показ слайда)

               

       

                 Хĕвел хытǎ хĕртет,

                 Ắшǎ çил вĕркелет,

                 Сар ыраш çитĕнет,

                 Вǎл хǎçан пулать-ши?

 (показ слайда)

               Хир илемĕ каять,

               Сĕм вǎрман сарǎлать,

               Пĕрмай çумǎр çǎвать,

               Ку хǎçан пулать-ши ?

 

(показ слайда)

               Хирсенче юр анчах,

               Çырмара пǎр анчах,

               Сивĕтет аванах.

              Вǎл хǎçан пулать-ши?

 (показ слайда)  

 

Сǎвви питĕ илемлĕ, кǎмǎла çĕклет.

            3) тупмалли юмахсен тупсǎмне тупни   

 

-Пирĕн пата хǎнана паян Илемпи ятла сарǎ  хĕр килчĕ .Акǎ вǎл.(доска çине çакать).

-Анчах Илемпи пĕччен мар.Унпа пĕрле ешĕл курǎк , чуна илĕртекен чечексем,чĕвĕл-чĕвĕл кайǎксем вĕçсе килчĕç.Илемпи  пиртен пулǎшу ыйтать.Сире влли ĕçсем пачĕ. Çав ĕçсене чипер пурнǎçласан , кайǎксене те, чечексене те эпир урах куçпа курǎпǎр.

 

4)Таса каларǎшсем

 

 Ра-ра-ра   Витя чупрĕ урамра.

Ша-ша-ша сĕлĕ юратать лаша.

Па-па-па эп пыратǎп тракторпа.

Пе-пе-пе килсе çитрĕ çуркунне.

 

Илемпи тупмалли юмахсем хатĕрленĕ.

Кайǎксем çинчен

1.Çур çитессе хыпарлать,

   Ырǎ тус пек пулǎшать.

  Трактор плугĕ хыçĕнче

  Ắман пухать хирсенче.

 

Мĕнле кайǎк –ши вал?  (Показ слайда)

 

2.Авǎ ларать пĕр кайǎк

   Кĕвĕ калать пит лайǎх.

   Вǎл çунатлǎ шǎхǎрса

   Ячĕ унǎн -  (шǎнкарчǎ)

(показ слайда)

3Çỷлте, тỷпере сасǎ шǎнкǎрав пек илтĕнет (тǎри)

(слайд уçни)

 

У: Малтан пирĕн пата кураксем, унта шǎнкǎрчсемпе тǎрисем вĕçсе килессе.

-Илемпи пирĕн валли тепĕр    ĕç хǎйпе хатĕрленĕ.Ку вара чечексем çинчен

 


1.Шур шǎрçасем илетпĕр,

  Ешĕл çине тиретпĕр.

  Шǎрçисене майлатпǎр,

  Симĕспеле витетпĕр.

  Мĕнле чечек çинчен ыйтрĕ-ши      вǎл?  (ландыш)

(показ слайда)

 

 

 

2.Кǎвак кĕпе тǎхǎнтǎм

   Пĕлĕтпеле туслǎ эп.

   Юр ирĕлсе пĕтеспе

   Кун çутине куртǎм эп (çеçпĕл)

 

3.Сарǎ тумĕсем сĕр çинче

    Сапаланса выртаççĕ?

    

Ку мĕнле чечек-ши?(Ама хупахĕ)


 

У: Илемпин ĕçĕсене пурнǎçларǎмǎр.

Анчах та темĕн çитмен пек.

- Ачасем,çуркунне хĕвел мĕнле хĕртме пуçлать?

 

 -Тĕрĕс.Вǎл çутатсан пĕтĕм тĕнче  йĕри-тавра çуталса каять.Атьǎр ǎна чĕнер.    

 


-Хĕвел тух,хĕвел тух,

Ачу шыва кайрĕ вĕт.

Кĕпи-йĕмне парса çакрǎм.

Çав кĕпине типĕтме

Хĕвел тух, хĕвел тух,

Хĕветĕре курма тух.

Ытах ǎна курмасан

Хĕветлене курма тух.


                         

Х: Эсир чĕннипе тухмасть вǎл.

Ак эпĕ чĕнетĕп ,тухать.

Хĕвел тух,хĕвел тух,

Çупа çǎкǎр çитереп,

Çупа çǎкар çимесен

Пылпа çǎкǎр çитереп.

 

У: Çапла, хĕвел тухрĕ.Çутǎ хĕвел

тухрĕ,пĕтĕм тĕнчене çутатрĕ.

                             

5) К. Иванов çинчен кĕскен паллаштарни.

 

У: Ачасем, çакǎн пек ырǎ, ǎшǎ вǎхǎтра Слакпуç ялĕнче 1890 çулта майǎн 15-мĕшĕнче К.В Иванов çуралнǎ(портрет уçни) Кǎçал ǎна 120 çул пулать.Константин  Иванов ĕмĕ историне «Нарспи» поэмǎпа кĕрсе юлнǎ          (  Нарспи кĕнекине катартни) « Нарспи» поэма сыпакесене тахсанах верену кенекисене вырнаçтарнǎ. Эпир вǎл поэмǎпа тĕплĕн аслǎ классенче паллашатпǎр. Поэма 14 пайран тǎрать. Эпир паян сирĕнпе çак поэмǎн пĕчĕк сыпǎкĕпе паллашатпǎр.Сыпǎкĕ  «Çуркунне» ятлǎ.

 

                      6) Кĕнекепе ĕçлени.

 

У: Кĕнекесене уçар. К. Иванов çинчен кĕскен çырса кǎтартнǎ. Вуласа тухар-ха. Кам вуласа парать.

У: Халь  «Нарспи» поэмǎран илнĕ сыпǎкне вулатпǎр.

 

1.                       Учитель вулани

2.                       Словарь ĕçĕ ирттерни.

 

 Пуш уйǎхĕ-март уйǎхĕ

Йĕрет-макǎрать.

3.Хǎйсен тĕллĕн вулани .

4.Пĕрле вулани.

5. 1-2 ачана вулаттарни. Кам сǎвва пултаруллǎ вуласа парасшǎн?

6.Ыйтусемпе ĕçлени.

 

         8)         К. Иванов сǎввисене кǎтартни (инсценировка)

 

Çапла ĕнтĕ, ачасем, класс тулашĕнчи вулав урокĕсенче эпир сирĕнпе К. Ивановǎн ытти саввисемпе паллашрǎмǎр. Çав сǎввисене вǎл вырǎсларан чǎвшла куçарнǎ «Урапа»,   «Икĕ хĕр», «Текерлĕк».

 

                              Урока пĕтĕмлетни.

 

Çапла ĕнтĕ, ачасем, эсир туйрǎр пуль ĕнтĕ мĕнле илемлĕ сǎвǎсен çырнǎ К. Иванов «Нарспи» поэмǎран сыпакĕ сире  килĕшрĕ-и?

К: «Сенти» ятлǎ кĕнекере питĕ интереслĕ сǎвǎсем пур. Эпĕ ǎна сире валеçсе паратǎп, килте тимлĕн вуласа килĕр. Вулав техникине ǎнлантарса çиреплетĕр.

                            Киле  ĕç  пани

У: Тата сирĕн кǎмǎл пулсан çак ĕçе туса пурнǎçлама сĕнетĕп.

 « Çурхи хаваслǎх» альбом валли эсĕ мĕнле ỷкерчĕк тунǎ пулǎттǎн? Ачасен ĕçĕсене пǎхма пултаратǎр. Çуркунне темǎпа ỷкерчĕк ỷкерсе  килĕр.

Категория: Иванова Лариса Никодимовна | Добавил: Нина (13.04.2012)
Просмотров: 1039 | Комментарии: 1 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]