Воскресенье
26.05.2019
20:38

Категории раздела
ОБРНАДЗОР РБ
Поиск
Форма входа
Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 182
Сайт МАОУ СОШ с.Слакбаш
Главная » Статьи » Гуманитарный цикл » Данилова Елена Арсентьевна

«Т. Петẽркки «Çутталла» инсценировкǎри сǎнарсен тишкẽрẽвẽ

 

Урок теми: Т.Петĕркки «Çутталла» инсценировкăри сăнарсен тишкĕрĕвĕ.

Урок тĕсĕ. Тишкерÿ урокĕ.

Урок тĕллевĕ. 1. Хайлаври сăнарсене тупса палăртма хăнăхтарасси.

                         2. Сăнарсем çинчен тишкĕрÿллĕ калаçу ирттересси.

                         3. Ачасене рольсемпе вулама хăнăхтарасси.

                         4. Ваттисене хисеплеме вĕрентесси.

Усă курмалли хатĕр. И.Я.Яковлев сăнĕ; И.Иванов сăнĕ.

Словарь ĕçĕ. Удел- патша çĕрĕсем; сĕнÿ – совет; харамçи – ĕçлемесĕр çиекен çын;

Урок юхăмĕ. 1. Иртнине аса илни.

 - Темăпа- «Вăйли çук та этемрен», «Кам ĕçре чыслă, вăл хисепе тивĕçлĕ» ваттисен сăмахĕсемпе паллаштарни.

  Хайлавăн эпиграфĕпе паллаштарни, тишкерни.

- Урок темипе эпиграфне уçса пама пире Т Петĕркки çырнă хайлав пулăшать.

Мĕн ятлă хайлав çырнă – ха Т.Петĕркки?

Малтан хайлав содержанине аса илер-ха. (Ачасем килте хатĕрлесе килнĕ «Кам калать?»викторина ыйтăвĕсем тăрăх  ĕçлетпĕр. )

   Мĕн вуланă, çавăн тăрăх план йĕркелетпĕр. Планне доска çине çыратпăр.

2. Сăнарсене тишкĕресси.

Пахом сăнарĕ.

- Содержанине лайăх пĕлетĕр, питĕ лайăх.Халь çак интермедири сăнарсем çинчен калаçса илер.

 - Хайлаври ĕçсем     хăçан тата ăçта пулса иртеççĕ?

 -Ĕçсем мĕнле çемье йĕри-тавра аталанаççĕ?     

  (Похом çемйин йăх йывăçне туса кăтартмалла).Вĕсемсĕр пуçне тата камсемпе паллашрăмăр?( Йăкăнат Йăванĕ, генерал, цыганка)

 Пахом çемйинче çемье пуçĕ кам пулса тăрать-ха? Тĕрĕс, Григорий Пахомов.

-Мĕн пĕлетпĕр эпир ун çнчен, мĕн ĕçлет вăл, мĕн ĕçлесе пурăнать?

( Вăрçăра пулнă, суккăрланма пуçланă ватă çын. Çемйине çирĕп алăра тытать. Ăслă сĕнÿсем парать.

 - Мĕншĕн  Глинка чылайăшне розга партарать, Похомов çемйине тытмасть?

 Атьăр-ха çав тĕлне рольпе вуласа пăхар.(110-11 стр.)

 - Мĕншĕн Похомова Свастополь геройĕ теççĕ?

«Паттăр çын – тĕнче хÿтĕлĕхĕ» - çак сăмахсене мĕнле ăнланатăр? Мĕншĕн ăна Похомова калать?

- Çапла Похомов паттăр çын, çавăнпа вăл çакăн пек сăмахсене тивĕçлĕ те.

-Удел хуçалăхĕ тенине эсир мĕнле ăланатăр?(Чăвашсем крепостной хресченсем пулман удел хресченĕсем пулнă. Удел- патша çĕрĕсем).

-Глинка тухса кайнă хыççăн аслашшĕпе Иван хыççăн мĕнле калаçу пулать.(112-115стр.)

-Çак калçу хыççăн Похомов çинчен тата мĕн пĕлтĕмĕр?(Тăватă Георги медальне илме тивĕçлĕ пулнă. Французсемпе çапăçнă.1812ç.Хăюлă та паттăр çын пулнă)

_Мĕн пирки вăл суккăрланать?(осколок лекнĕ пирки)

_ Кам пулчĕ-ха ĕнтĕ Похомов, пĕтĕмлетсе калăр-ха.

Энтри сăнарĕ.

Тепĕр тивĕçлĕ сăнар-Энтри сăнарĕ, Похомовăн ывăлĕ.

 -Мĕн пĕлетпĕр-ха эпир Энтри çинчен?

(Ырă кăмăллă çын, Ивана шеллет, çирĕп, вăйлă, ĕçчен, ашшĕне хисеплет, унăн сăмахне итлет.)

-Ачасем, мĕнле шухăшлатăр, çакăн пек пысăк çыннăн ват çынна итлемелле-и?

-«Ват çын,тват çын»- тенине мĕнле ăнланатăр?

(ачасем хуравлаççе)

-Урăхла каласан, Энтри ашшĕн  тивĕçлĕ ывăлĕ.

Иван сăнарĕ.

-Картишне аташса путек тесе кам пирки калать Униç. Мĕне пĕлтереççĕ çак сăмахсем?

(ачасен хуравĕсем).

Çапла, Иван ашшĕсĕр, амăшĕсĕр тăрса юлнă тăлăх ача.Ăна пĕчĕкренех Пахомовсем пăхса ÿстернĕ.

- Мĕнле ача -ха вăл? (Пурне  те пĕлесси килет. Ĕçлеме юратать.Ĕç хушсан кутăнлашса тăмасть, тума тăрăшать. Тÿрĕ кăмăллă, тĕрĕсмарлăхшăн хирĕç тăма та хатĕр.Кÿренмест. Нумай халап пĕлет. Лайăх юлташ.)

Асламăшĕн сăнарĕ.

    -Аслашшĕ хуçалăхра хуçаланать пулсан, асламăшĕ, Алтатти, кил-çуртра ĕçлет.Апат-çимĕç пĕçересси, кил-çурт пуçтарасси, пурне те йĕркелесси ун аллинче.

      -Аса илĕр-ха мĕнле апат пĕçерсе çитернĕччĕ-ха вăл çемйине? (тинкĕле) Тата мĕнле апат-çимĕç çинчен аса илчĕç вĕсем? (шăрттан)

     -Аслашшĕпе асламăшĕ пĕр-пĕринпе шăкăлтатаса калаçса пурăнаççĕ.Пĕр-пĕрне усал сăмахпа кÿрентереççĕ-и-ха вĕсем?(ачасен хуравĕсем)

   Тупса вулăр-ха, мĕнле ăшă сăмахсем калать Похомов хăйĕн мăшăрне?

Çапла, иккĕшĕ те вĕсем тараватлă  , ырă, ăслă çынсем. Ачисене те çавăн пек пулма вĕрентеççĕ.

-Атьăр-ха вĕсем усă курнă ваттисен сăмахĕсене тупса вулар.

   1.Хытă ĕçлекен хытă çиет.

   2. Хăлхупа итле, çăварупа чăмла, чĕлхÿпе чăмлакна лайăх çавăркала, ун пек тусан çын шăрпăкланмасть.

   3. Арăслан çăварне хăвăн ирĕкÿпе ан кĕр , ачам.

   4. Ват çын вăл – шултра ала, нимĕн те тытса тăраймасть.

   5. Алăка уçса кĕнĕ çынна хăваласа ан кăлар тата ытти те.

Çынна ăс панă чухне ытарлă, ăслă сăмахсемпе усă курса ăнлантараççĕ ват çынсем.

 - 124-мĕш страницăра çырнине вуласа пăхар-ха.

 - Мĕн çинчен каланă-ха кунта? (ачасем хуравлаççĕ)

Алтатти вĕренмен çын, упăшкине куçлă тăвас тесе тăрăшать, юмăç патне пулăшÿ ыйтма каять. Анчах Похом юмăçсене шанмасть, тухтăрсене шанать.

Униç сăнарĕ.

-Ачасем, униç мĕнлерех çын, мĕн ĕçлесе пÿрăнать вăл, кăмăлĕ мĕнле унăн?(ачасем хуравлаççĕ)

Пĕтĕмлетÿ. Униç нтрин иккĕмĕш арăмĕ. Ĕçлет,анчах ытларах канма юратать. Ивана юратмасть,унтан мĕнле те пулсан хăтăлма тăрăшать. Ăна йывăр ĕçсем ĕçлеттерет, шеллемест. Ачана кÿренмелли сăмахсем калать.Харамçи тет. Униç те ванран хăтăлас тесе Пăркка юмăçран пулăшу ыйтать.

Пăркка сăнарĕ.

-Мĕнле çын-ха вăл – Пăркка?(Ачасем ун çинчен калаççĕ, кĕнекерен тупса вуласа параççĕ).

Пĕтĕмлетÿ. Пăркка чее, усал, укçашăн тем тума та хатĕр. Ĕçне туман, хакне илет.

Хайлаври çамрăк ачасен сăнарĕ.

-Мĕнле ачасем-ха вĕсем, мĕншĕн пĕрмай Похомовсем патĕнче çÿреççĕ? (Ачасем хуравлаççĕ)

Пĕтĕмлетÿ.Ырă кăмăллă. Ватă çынсене пулăшма хатĕр. Ĕçленĕшĕн Алтатти аппа апат çитерсе те ярать. Халап итлеме юратаççĕ. Ырă çынсем патне туртăнаççĕ.

- Ачасем, ку хайлавра мĕншĕн чикан сăнарне кĕртнĕ-ши, мĕнле шухăшлатăр?

(ачасен хуравĕсем). Вăл çыннăн пуласлăхне каласа парать.

- Ку хайлавра мĕн каласа парать – ха вăл? 128-129 мĕш страницăра мĕн çырнине вуласа пăхар-ха

- Пĕтĕмлетÿ. Иван Яковлевич чăнах та пысăк çын пулать. Акă вăл.(Яковлев сăнне кăтартмалла)Интермеди ятне мĕншĕн «панă-ха?

Иванпа Йăкăнат вĕренме каяççĕ, пысăк çынсем пулаççĕ.

_ Эпир сирĕнпе Глинка сăнарĕ çинчен каламасăр хăварнă. Эсир мĕнле шухăшлатăр, мĕнле çын-ши вăл?

Пĕтĕмлетÿ. Глинка удел кантурĕн пуçлăхĕ.Усал, тискер çын. Чăвашсене питĕ юратмасть,тен, çавăнпа пуль вĕсене хытă хĕнет.

Пĕтĕмлетÿ.

Эпир сирĕнпе сăнарсем çинчен калаçса, тишкĕрсе пĕтертĕмĕр.

Оценкăсем лартасси.

Киле ĕç.

«Вăйли çук та этемрен» … ыйтăва хускатакан сăвăсене, калавсене , статьясене хаçат-журналсенче тупса вуласа килĕр.

Категория: Данилова Елена Арсентьевна | Добавил: Нина (22.12.2011)
Просмотров: 614 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]