Среда
22.05.2019
04:36

Категории раздела
ОБРНАДЗОР РБ
Поиск
Форма входа
Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 182
Сайт МАОУ СОШ с.Слакбаш
Главная » Статьи » Гуманитарный цикл » Данилова Елена Арсентьевна

Я шагаю по военным дорогам… (Военные годы Я.Г.Ухсая – чувашского народного поэта)

Я шагаю по военным дорогам… (Военные годы Я.Г.Ухсая – чувашского народного поэта)

Çÿретĕп эпĕ вăрçă хирĕнче…

Кǎçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пирĕн çĕршывăмăр Аслă Аттелĕх вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 65 çул çитрĕ. Аслă çĕнтерÿ çăмăл килмен, Тăван çĕршывăмăр уншăн калама та çук йывăр хак тÿленĕ. 
Эпĕ хамăн тĕпчев ĕçĕнче Чăваш халăх поэчĕн Яков Гаврилович Ухсайăн вăрçăри çÿл-йĕрĕ çинчен каласа кăтартасшăн.

Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Ухсай Яккăвĕ халăх ополченийĕн ретне тăнă. Вĕренÿ батальонĕн курсанчĕ шутланнăскер, часрах фронта лекме ĕмĕтленнĕ. Ун чухне нумайăшĕ тăшманпа куçă-куçăн тăрса çапăçма ăнтăлнă, анчах унта кашнинех яман. 
Пĕрремĕш хут çапăçăва Ухсай Яккăвĕ Воронеж хули çывăхĕнчи Давыдовка станци патĕнче кĕнĕ. Хула çунать: йĕри-тавра тĕтĕм-сĕрĕм, персе лектернĕ танксем йăсăрланаççĕ, таврара йÿçĕк шăрш тăрать. Хăрушă ÿкерчĕк. Ухсай Яккăвĕ ун чухне пулемётчик пулса çăпăçнă. Вăрçа «халăх тăшманĕ» ятран тасалса çитеймесĕрех ăсаннăскере пĕрремĕш номер пулма шанман, иккĕмĕш номер пулма çирĕплетнĕ. Дивизире вăл паллă поэт пулнине сахалăшĕ пĕлнĕ, пĕлекенсене Ухсай хăй ун çинчен шарлама хушман. Унăн литературăри ăсталăхĕ çинчен аслисем ăнсăртран пĕлнĕ. Ку çапла пулса тухнă. Хаяр çапăçу хыççăн палăрмаллах сайралса юлнă 141-мĕш стрелоксен дивизине (ăна чăваш дивизийĕ тенĕ) вăрмана канма тата пополненипе тивĕçтерме илсе тухнă. Штаб вырнаçнă çĕр пÿрт умĕнче хуралта тăнă чухнеУхсай ăнсăртран икĕ офицер литература çинчен калаçнине илтнĕ. 
- Толстойăн «Çăкăр» ятлă произведенине вуларăм. Килĕшрĕ, - тенĕ вĕсенчен пĕри. 
- Унăн «Вăрçăпа мир» ятлă роман та пур. Çавна та вулама тăрăш, - сĕннĕ ăна юлташĕ. 
Икĕ Толстоя пăтраштарнине тÿсеймесĕр Ухсая шÿтлесе: «Унăн тата «Кĕмĕл кнеç» ятлă роман та пур. Ăна та Толстоях çырнă» - тесе хунă. 
Постра калаçнăшăн тата офицерсен хушшинчи калаçăва хутшăннăшăн чăрсăр салтака гаупвахтăна ăсатнă. Виççĕмĕш талăк çине кайсан ăна унтан кăларнă. Комбат хушнипе. Вăл вĕреннĕ çын пулнă, çавна май литературăри виçĕ Толстой – Алексей Константинович, Алексей Николаевич тата Лев Николаевич – çинчен лайăх пĕлнĕ. Дивизи политпайĕ, Ухсайăн литературăри пĕлĕвне шута илсе, ăна «Родина зовёт» ятлă хаçатăн литсотрудникĕ пулма çирĕплетнĕ, Хаçат редакторĕ вырăнĕнче литературăна пĕлсех кайман унчченхи профсоюз ĕçченĕ тăрăшнă. Çавна май Ухсайăн хаçат ĕçне çулталăк хушши пĕтĕмпех хăйĕн туса пыма тивнĕ. Вăл литсотрудник те, яваплă секретарь та пулса ĕçленĕ. 
Яков Гаврилович вăрçăра та сăвăсем çырма май тупнă. Çапăçусенчен пушă вăхăтсенче поэт тетрадьне юлташĕн çурăмĕ çине е винтовка приклачĕ çине майлаштарса хурса çулăмлă йĕркесем çуратнă. Ухсай сăввисенчи йĕркесем салтаксене паттăррăн çапăçма хавхалантарнă.{2.1c} Унăн «Энск дивизийĕнчи командирсемпе салтаксем чăваш халăхĕ патне çырнă çыру» ятлă хайлавне Дон юхан шывĕ хĕрринче тăракан, наступление кайма хатĕрленекен çар подразделенийĕсен пĕрлехи митингĕнче 1942 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче вуласа панă. 
Асăннă çырăва поэт çапăçусем шăпланнă вăхăтсенче çырнă, унта тин кăна кĕрлесе иртнĕ çапăçу саманчĕсем сăнарланса пынă. Хайлав мĕнле вĕçленессине малтанлăха автор хăй те пĕлсех пĕтермен. Поэмăра 796-мĕш полкри 1-мĕш батальонри 1-мĕш ротăри Геннадий Вавилов рядовойăн паттăрлăхĕ сăнарланать. Çак вун çичĕ çулхи салтак 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче (Александр Мотросовран 9 уйăх маларах) тăшман пулемёчĕн амбразурине хăйĕн ÿчĕпе хупланă. Геннадий Вавилова вилнĕ хыççăн Ленин орденĕпе наградăланă. Хайлавра çавăн пекех Элĕкре çуралса ÿснĕ Василий Антоновпа Канашра çитĕннĕ Павел Ильиных герой-разведчиксемпе Етĕрнере çуралнă Галицын политрук çинчен те сăнарлăн, кăтартуллăн каласа панă. Каярах çакă палăрнă: Воронеж фронтĕнче пирĕн çарсем тăшманăн тĕллевĕсене путлантарнинче, унăн пысăк вăйĕсене чарса тăнинче 141-мĕш «чăваш» дивизийĕн тÿпи те сахалах пулман. 1943 çулхи пуш уйãхĕнче Ухсай Яккãвне 69-мĕш ударлã армин «Вперёд к победе» ятлã хаçатне литсотрудник ĕçне илнĕ. Çавна май вãл Полтава еннелле наступлени пуçланă чаçсемпе пĕрле малти линире пулнã. Ковяга ятлã ял çывãхĕнче Ухсайсен чаçĕ тãшман ункине лекнĕ. Тарãн та йĕпе юр ãшĕнче чĕркуççи таран путса салтаксем пĕчченшерĕн те, ушкãнпа та ункãран çãлãнма ãнтãлнã. Вĕсен пĕр татãк çãкãр та, пĕр чĕптĕм табак та пулман, анчах кашнийĕнех гранатãсемпе виçшер обойма патрон пулнã. Тãшманпа куçа-куçãн тĕл пулсан çапãçу хĕрŷ пулассине кашниех пĕлнĕ-çке.Совет салтакĕсем çавна та асра тытнã: гварди вилессе вилет, анчах тãшмана парãнмасть. Юлашки вãйсене пухса ункãри подразделенисем Северский Донец патне тухма палãртнã. Çапãçу тапратса шыв урлã каçнã хыççãн хамãр чаçсемпе пĕрле Белгород хули çывãхĕнче çирĕпленсе ларнã. 1943 çулхи çулла Ухсая, çыравçã пулнине тĕпе хурса, уйãх çурãлãх пултарулãх отпускĕ панã. 
Шупашкарта ĕçленĕ хушãра вãл фронтра çырнã произведенийĕсене тĕплĕн пãхса тухса «Вãрçã хирĕнче» кĕнеке пичетлесе кãларнã. Унта «Энск дивизийĕнчи салтаксемпе командирсем чãваш халãхĕ патне çырнã çыру» хайлав та кĕнĕ.
Отпуск хыççãн Воронеж фронтне таврãнсан Ухсая 4-мĕш Кантемировски гварди танк корпусĕ «На штурм врага» ятлã хаçатне ятарлã корреспондент пулма уйãрнã. Асãннã корпуспа пĕрле вãл Курск пĕккинчи çапãçусене хутшãннã. Танксем яланах малта, наступлени тãвакан çарсен пуçĕнче, тĕп вырãнта пынã. 
Курск пĕккинчи çапãçура 4-мĕш танк корпусĕ Воронеж фрончĕн сулахай енĕнче кĕрешнĕ, утã уйãхĕн иккĕмĕш çурринче вãл Орёл плацдармĕн кãнтãр енчи хаяр çапãçусене хутшãннã, тãшман танкĕсемпе мотопехотин вãйлã атакисене вуншар хут сире-сире янã. 
Çар корреспонденчĕсем кун хушшинче пулса иртекен улшãнусем çинчен вãхãтра хыпарласа тãма тãрãшнã. Заметкисене вĕсем ал айне лекнĕ хут татãкĕсем çине кãранташпа васкаса çырнã. Материала тŷрех набора панã. Унти йĕркесене çар корреспонденчĕсем снарядсем шартлатса çурãлакан, пульãсем ши! те ши! шãхãракан çапãçу хирĕнче çырса хатãрленĕ, çавãнпа вĕсен пĕлтерĕшĕ те пысãк пулнã. 
Хãюллã та паттãр Яков Ухсай та хãйĕн материалĕсен геройĕсене тылри медсанбатсенче шыраман, вĕсемпе малти линире куçа-куçãн тĕл пулса калаçнã. Пĕр фронтовик палãртнã тãрãх вãрçãра хаçат салтака автоматпа граната пекех, питĕ кирлĕ пулнã. Вãл уншãн чунне хãпартлантаракан, хаяр çапãçãва кĕме вãй-хал паракан ãç-хакãл паёкĕ вырãннех шутланнã. Пĕр-пĕр салтак çинчен каласа кãтартакан статья пĕлтерĕшĕ вãрçãра мĕнлерех пулнã тетĕр? Питĕ пысãк. Ахальтен мар хаçатра ун çинчен каласа кãтартакан очерк е статья салтакшãн тепĕр орденпа медальрен те хаклãрах пулнã. Хãш чухне çав публикаци çапãçура вилнĕ вãл е ку салтака аса илтерекен пĕртен-пĕр япала вырãнĕнче шутланнã-çке.{3.5} 
«Мĕнле вилмен-тĕр! – аса илнĕ каярах Яков Гаврилович. –Эпĕ хаçат ĕçченĕ пулнã май, чи хãрушã çĕре – çапãçусем пынã вырãна – кĕмессе те пултарнã. Пурпĕрех кĕреттĕм. Эпĕ халãхпа пĕрле пулма хãнãхнã». Унãн вãрçãри шухãш-кãмãлĕ /сãмах май вãл мирлĕ пурнãçринчен ытла уйрãлса та тãман/ хãйĕн фронтри юлташĕ Н.Е.Ефимов патне çырнã çырãвĕнче лайãх курãнать: «Хаклã Николай, эпир санпа иксĕмĕр халиччен те сывã пулни мана тĕлĕнмелле япала пек туйãнать. Пире пурнãçра усалли час-часах йĕрлесе çŷрерĕ, çапах та ырри те хãйĕнчен хãвармарĕ, мĕншĕн тесен эпир хамãр санпа иксĕмĕр чунсемпе ырã çынсем . Эпир ырã çынсене штабрисем хушшинче мар, шãпа вилме кãтартса хунã ахаль çынсем– танкистсем –хушшинче тупаттãмãр».{1.3c} 
1943 çулхи çурла уйãхĕнче совет çарĕсем оборонãран наступление куçнã. Ку вãхãталла пирĕн танкистсем нимĕçсен тылĕнче вырнаçнã Богодухова тытса илнĕ, П.П.Полубояров генерал-лейтенант ертсе пыракан 4-мĕш Кантемировски танк корпусĕ, 27-мĕш арми пуçĕнче пыраканскер, Ахтырка патне тухнã. Шãпах асãннã вырãнсенчи хаяр çапãçусем тãшманãн оперативлã резервне чарса тãни 27-мĕш августра Степной фронт çарĕсене Харькова, Украинãн хĕвел тухãç енчи хапхине /нимĕçсем çапла каланã/ ирĕке кãларма май панã, Сулахай çыранти Украинãна тãшманран тасатма çул уçнã. 
1944 çулхи нарãсра Ухсай Яккãвĕ Шепетовка хулинче уринчен аманнã. Житомирта пĕр уйãх хушши госпитальте сипленнĕ хыççãн ãна фронт политуправленийĕ 31-мĕш танк корпусĕн «На штурм» хаçатне ятарлã корреспондент пулма çирĕплетнĕ. Висла плоцдармĕнчи çапãçусемшĕн асãннã танк корпусне «Вислинский» ятпа палãртма пуçланã. 
Яков Ухсай хаçат редакцине Корсуньпа Шеченко таврашĕнчи çар операцийĕ вĕçленнĕ хыççãн килнĕ. Н.Е.Ефимов аса илнинчен: «Редакцин çĕнĕ сотрудникĕ танкистсене тŷрех килĕшрĕ. Вãл штабра сайра-хутра кãна пулатчĕ.Чаçе килсенех батальонсемпе ротãсене тухса каятчĕ. Уçã та ырã кãмãллãскер, салтаксемпе офицерсене чунĕсене уçса калаçтарма пĕлетчĕ. Танкистсемпе автоматчиксем ãна хаçатра хãйсем çинчен çырнã заметкãсемпе очерксемшĕн чунтан тав тãватчĕç.» Ухсай хĕсметре тãнã 31-мĕш танк корпусĕ 1944 çулхи утã уйãхĕнчен пуçласа Хĕвел анãç Украинãра /Броды-Рава Руска/, Польшãра /Висла плацдармĕнчи Аннополь районĕнче/ тата Карпатра çапãçнã. Слобода генерал ертсе пыракан Чехословаки çар корпусĕпе пĕрле Чехословаки çарĕнчи йывãр çапãçусене хутшãннã. Карпатра пирĕн çарсене питĕ йывãр килнĕ, çанталãк условийĕсем те чãрмав кŷнĕ. Тусем хушшинчи тŷремлĕхе тãшман персе тãнã, хãй куçĕ умĕнче тытнã. Унтан броньãланã техникãпа кãна иртсе çŷреме пулнã. Çар корреспонденчĕсен вара тĕрлĕ çĕрте вырнаçнã чаçсенче çŷреме тивнĕ. Вĕсем унта хãш чухне çуранах, хãш чухне çула май каякан машинãсемпе кайса çŷренĕ. Хаçата кãлармалла-çке, ãна вара çĕнĕ хыпарсемпе тата оперативлã материалсемсĕр хатĕрлейместĕн. Карпат таврашĕнчи çапãçусенче 31-мĕш танк корпусĕн çар çыннисем пысãк паттãрлãхпа хãюлãх кãтартнã. Çавна май вĕсенчен чылайãшĕ «На штурм» хаçатри очерксемпе статьясен геройĕсем пулса тãнã.{1.3c} 
Вãрçã вĕçлениччен 31-мĕш танк корпусĕ икĕ – Моравипе Остравские тата Прага хулине ирĕке кãларассипе çыхãннã – çар операцийĕсене хутшãннã. Асãннã корпус 4-мĕш Украина фрончĕн хãвãрт куçакан çарĕсен йышĕнче Прагãна васканã. Унта гитлеровецсене хирĕç восстани пуçланã чехословаксем пулãшу кĕтнĕ. 1945 çулхи çу уйãхĕн 9-мĕшĕнче совет çарĕсем Прагãна пырса кĕнĕ. Вĕсене унта халãх ырã сунса, хапãл туса йышãннă. Çĕнтерŷ кунне Прагãра кĕтсе илнĕ Ухсай, асãннã саманта асра тытса, каярах «Влтава» ятлã поэма çырнã. 31-мĕш танк корпусĕн историйĕ пĕтĕмпе тенĕ пекех Яков Ухсай куçĕ умĕнче йĕркеленнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 4-мĕш Украина фрончĕн политуправленийĕ /каярах Карпат леш енчи çар округĕ/ Ухсай Яккãвĕпе П.Е.Королёв фотокорреспондента асãннã танк соединенийĕн иллюстрациленĕ альбомне туса хатĕрлеме хушнã. Çак задани «На штурм» хаçатãн ятарлã корреспонденчĕшĕн Яков Ухсайшãн юлашки ĕç пулнã. Вãл хãйĕн репортажĕсемпе статйисен, очеркĕсемпе корреспонденцийĕсен геройĕсене лайãх пĕлнĕ, вĕсен уйрãмах паллã паха енĕсене çутатнã, паттãрлãхне уçса панã. Яков Гаврилович Ухсай хãйĕн пĕр аса илĕвĕнче пĕр калав та çырса курман тесе каланã. Çав вãхãтрах унãн фронтра çырнã очеркĕсем лайãх шайри çар прози шутланаççĕ. Вĕсенче ãста çыравçã алли сисĕнет. Ухсай очеркĕсем сãнарлã та шухãшĕпе витĕмлĕ, вĕсенче Тãван çĕршыв хŷтĕлевçисене ãшã туйãмпа тата асра юлмалла ŷкерсе кãтартнã. Я..Г.Ухсай çырнã çавнашкал пĕр очеркпа паллашма сĕнетпĕр сире. Вãл 1944 çулхи ака уйãхĕн 6-мĕш кунĕнче «На штурм» хаçатра пичетленнĕ.{2.3}

Оглавление 
Введение (умĕн калани). 65 лет Победе…………………………………………………. 
Основная часть: 
глава 1 
1.1. Военная дорога Я.Г.Ухсая (Вǎрçǎ хирĕпе эп çÿретĕп…) 
1.2..Письма поэта с фронта к жене Марье Дмитриевне Ухсай 
1.3. Воспоминания однополчан. 
1.4.О чем говорят фотографии военных лет 
1.5. Послужной список Якова Ухсая 
глава 2 
2.1. Творчество Ухсая военного периода 
2.2. Ненапечатанные строки 
2.3. Воспоминания дочери поэта Елены Ухсай об отце (Статья «А я блуждаю по полям войны…» ) 
2.4. Публицистическая деятельность поэта(« Тапа лекнĕ танкра»(« В осаждённом танке»)-очерк военных лет 
Приложение: 
3.1. Фотография Ухсая военных лет. 
3.2. Воспоминания поэта о военных событиях 
,3.3. Фотографии родных и близких 
3.4. Военная карта 
3.5. История кантемировского танкового корпуса из военной газеты «На штурм» 
Заключение. Значение творчества Я. Ухсая военных лет 
Использованная литература

Список литературы 
1. Газета «Урал сасси», год, № 
2. «Я.Г.Ухсай в воспоминаниях современников». Чебоксары,2005 г. 
3.

Умĕн калани

Кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пирĕн çĕршывăмăр Аслă Аттелĕх вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 65 çул çитет. 
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германии Совет Союзĕ çине вǎрǎ-хурахла килсе тапǎнсан, совет халǎхĕн мирлĕ пурнǎçĕ татǎлнǎ. Тǎван çĕршыв умне калама çук пысǎк хǎрушлǎх тухса тǎнǎ. Нумай вǎхǎт иртĕ, анчах совет халǎхĕ 1418 кун хушши пынǎ çапǎçура тĕлĕнмелле паттǎрлǎх кǎтартнине, Аслǎ Ģĕнтерÿшĕн пĕтĕм вǎйне хурса, çĕрне-кунне пǎхмасǎр ĕçленине никам та манмĕ, ǎна пĕтĕм тĕнчери ĕçчен этемлĕх ĕмĕр-ĕмĕр ырǎпа асǎнĕ. 
Тискер те вǎйлǎ тǎшмана çĕнтерме çǎмǎл пулман. Вǎрçǎ 20 миллион ытла совет çыннин пурнǎçне илсе кайнǎ. Ирсĕр фашизм пирĕн çĕршывра 1700 хулана аркатса хǎварнǎ, 70 пин яла çунтарса янǎ. Анчах совет çыннисем тем тери йывǎр вǎхǎтра та хǎйсем çĕнтерессе пĕтĕм чун хавалĕпе шанса тǎнǎ. Урса кайнǎ фашистсен эшкерĕсем пирĕн ытарайми хуласемпе ялсене, пуян уй-хирсемпе ешĕл вǎрмансене çунтарма тытǎнсан, ирĕклĕ те телейлĕ пурнǎçа йывǎр кĕрешÿсенче çĕнсе илнĕ халǎх хǎраса ÿкмен, юратнǎ çĕршывĕн чысне, ирĕклĕхне хÿтĕлеме пĕр çын пек харǎс çĕкленнĕ. Вǎйлǎ хĕçпǎшалланнǎ тǎшманпа юмахри Улǎп-паттǎр пек хастар çапǎçса усал тǎшмана çĕнтернĕ. Гитлер вǎрǎ-хурахĕ хǎйĕн вилĕмне хǎйĕн хура йǎвинчех – фашистла Берлинра – тупнǎ. 
1941-1945 çулсенчи Аслǎ вǎрçǎ вǎхǎтĕнче ытти халǎхсемпе пĕрле чǎваш халǎхĕ те чǎн-чǎн паттǎрла çапǎçнǎ, хǎйĕн çирĕп кǎмǎлне, чǎтǎмлǎхĕпе хǎюлǎхне, Тǎван çĕршыва чун-чĕререн юратнине кǎтартнǎ. 
Ģук, чĕтремен совет çыннисен алли те, чунĕ те аслǎ вǎрçǎ хирĕнче. Аптраса ÿкмен тылри ял-хула та. «Пурте – фронтшǎн, пурте – çĕнтерÿшĕн!» - çапла пулнǎ ун чухнехи лозунг. Тǎван çĕршыв пурне те ура çине тǎма чĕннĕ. 
Чǎваш писателĕсем пурте тенĕ пекех çапǎçу хирĕнче пулнǎ. Писатель вǎл – халǎхǎн малти ретĕнчи çынни, тĕрĕс те чǎн сǎмах ǎсти. Урǎхла пулма тивĕç çук унǎн. 
Вǎрçǎ çулĕпе утса тухнǎ çыравçǎсенчен пĕри - Яков Гаврилович Ухсай. Эпĕ хамăн тĕпчев ĕçĕнче Чăваш халăх поэчĕн Яков Гаврилович Ухсайăн вăрçăри çÿл-йĕрĕ çинчен каласа кăтартасшăн. 
Мана çыравçǎн фронтри кун-çулĕ питĕ кǎсǎклантарчĕ, çавǎнпа эпĕ унǎн вǎрçǎ çулĕсенчи пурнǎç тапхǎрне тĕпчесе пǎхас терĕм. 
Манǎн тĕпчев ĕçĕн тĕп тĕллевĕ: 
1. Яков Гаврилович мĕнле çапǎçу хирĕсенче пулнǎ, камсемпе юнашар тǎрса тǎшмана хирĕç кĕрешнĕ; 
2. Фронтра мĕнле çар хаçачĕсенче ĕçленĕ, мĕнле статьясемпе хайлавсем, сǎвǎсемпе поэмǎсем çырса кǎларнǎ.

«Я шагаю по военным дорогам…» 
( Военные годы Я.Г.Ухсая – чувашского народного поэта) 
Григорьева Олеся, 
СОШ с. Слакбаш, 
9 класс 
2010 году наша страна празднует 65-ю годовщину Великой победы. 
Начавшаяся война 1941 года с первых дней стала для нашего государства священной, всенародной, освободительной, отечественной войной. В ней приняли участие все трудящиеся, весь народ Советского Союза, проявляя высокое сознание своего долга, величайшую организованность, мужество и волю к победе. 
В рядах Советских Вооружённых Сил сражались с врагом и советские литераторы, в числе которых был наш земляк, народный поэт Чувашии Яков Гаврилович Ухсай, который с первых дней войны ушёл в народное ополчение. 
С законной гордостью он напишет позднее в своих стихах: 
«Был с народом и в народе – и народ со мною был…» 
Целью моей работы явилось: 
1.Мысленно пройти по тем фронтовым дорогам, по которым прошёл Яков Гаврилович Ухсай. 
2.Найти воспоминания фронтовых друзей об Ухсае. 
3.Узнать об истории фронтовых газет, где отражалось военное творчество Я. Ухсая не только как поэта, но и прозаика-публициста. 
4.Прочитать статьи, очерки, стихи, написанные на полях сражения. 
Исследуя данные проблемы, мне приходилось изучить такие документы: 
книга « Я.Г. Ухсай в воспоминаниях современников»; 
статьи из газет «Белебеевские известия» и «Урал сасси». 
О фронтовых газетах, где печатался Ухсай, узнала по Интернету 
Ознакомилась с материалами, которые находятся в музее Я.Г.Ухсая в селе Слакбаш. 
Эти материалы были напечатаны благодаря дочери Я.Г.Ухсая Елены Яковлевны Ухсай. 
Прочитав эти документы, я узнала, что боевое крещение Я. Ухсай получил под Воронежем, у станции Давыдовка, будучи рядовым пулемётчиком. А закончил свой военный путь гвардии капитаном в столице Чехословакии Прага 9мая 1945 года. Во время войны он работал литературным сотрудником газет «Родина зовёт», «Вперёд к победе!» 69-ой ударной армии, «На штурм врага»- 
4-го гвардейского Кантемировского танкового корпуса. Вместе с этим корпусом он стал участником Курской битвы, которая завершила коренной перелом в ходе Великой Отечественной и всей второй мировой войны. 
Почти вся военная история 31-го танкового корпуса прошла перед глазами Якова Ухсая. И не случайно именно ему политуправление 4-го Украинского фронта после войны поручило вместе с фотокорреспондентом П.Е. Королёвым подготовить иллюстрированный альбом о боевом пути танкового соединения. Это была последняя работа Я. Ухсая в качестве военного корреспондента газеты «На штурм». 
Яков Ухсай был смелым, отважным человеком. Находясь всегда в передовых подразделениях, часто под бомбёжками, среди разрывов снарядов и пуль, он собирал информацию для газеты. Ведь газета на войне была необходима, как автомат, как граната, она являлась обязательным пайком духовной пищи. Не зря говорили, что на войне газетная публикация о солдате – заметка или тем более очерк – была подчас дороже медали. Порой случалось и так, что она оставалась единственной памятью о близком человеке, которого нет в живых. 
На войне поэт тоже писал стихи: в короткие минуты затишья между боями, пристроив походную тетрадь на спине друга или на прикладе винтовки, на клочке бумаги на краю окопа. В войну им были созданы замечательные произведения, вдохновлявшие воинов на ратный подвиг, которые не утратили героического звучания и сейчас. Его знаменитое «Письмо бойцов и командиров Энской (141)дивизии чувашскому народу» было прочитано на митинге 25 декабря 1942 года, когда подразделения стояли на берегу Дона, готовые к наступлению. 
Почти в каждом газетном номере печатались очерки, зарисовки, репортажи, заметки, выходившие из-под пера Ухсая. Это такие произведения, как заметки «Сапёры совершенствуют своё мастерство», «Будни подразделения», «Новая радость», «Солдатская слава», «С легким паром», очерки «Первый друг», «Герой песни», «Бой на пятачке», «В осаждённом танке»,«Письмо бойцов и командиров Энской(141) дивизии чувашскому народу» и многое другое. 
Прочитав эти очерки, заметки, мы видим, что Я. Ухсай не только поэт, но и прозаик-публицист. Военное творчество Я. Ухсая внесло большой вклад не только в чувашскую литературу, но и в литературу других народов СНГ. 
За участие в боях и проявленные мужество и отвагу Яков Гаврилович был награждён орденом Отечественной войны 2-ой степени, медалями. Ему присвоено воинское звание «капитан». 
Изучая военную судьбу Я.Г.Ухсая, я много узнала о своём земляке: что он не потерял связи со своими близкими и родными, что, находясь в сложнейших условиях войны, продолжал заниматься писательской деятельностью, кроме того, был признан как авторитетный публицист и вдохновлял бойцов на героизм и сам совершал героические поступки. Он мне открылся не только как поэт, писатель, публицист, но и как творческая личность, как простой солдат, готовый ради своей Родины пойти на самопожертвование. Мы - молодое поколение - должны гордиться своими земляками, которые внесли свой вклад в историю Отечества, в национальную литературу, знать их своеобразную судьбу, помнить о них и равняться на них.

Категория: Данилова Елена Арсентьевна | Добавил: Нина (24.03.2019)
Просмотров: 26 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]