Среда
22.05.2019
04:34

Категории раздела
ОБРНАДЗОР РБ
Поиск
Форма входа
Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 182
Сайт МАОУ СОШ с.Слакбаш
Главная » Статьи » Гуманитарный цикл » Данилова Елена Арсентьевна

Я.Г.Ухсай "Весенний пейзаж"
Урок теми: Я.Г.Ухсай «Ģурхи ÿкерчĕк»
Урок тĕсĕ: Ģĕнĕ темǎна ǎнлантарасси.
Вĕрентÿ тĕллевĕ: Ģыравçǎн пурнǎçĕпе кĕскен паллаштарасси тата сǎвва илемлĕн вулама хǎнǎхтарасси.
Воспитании тĕллевĕ: Тǎван тавралǎха юратма, упрама вĕрентесси.
Аталантару тĕллевĕ: сǎвва илемлĕн вулама хǎнǎхтарасси; калаçу ǎсталǎхне аталантарасси; илемлĕх мелĕсене тупса палǎртма вĕрентесси, словарьсемпе ĕçлесси…
Словарь ĕçĕ: шĕлкеме(шÿлкеме) кǎкǎр ум эрешĕ, сарана – ÿсен-тǎран, папка, хысмаланчĕ- çǎралчĕ, шиплетнĕ – шип-шип, шǎпчǎк, улǎх-луг, тĕрĕс-тĕкел-йĕркеллĕ, шуйхатрǎн – хǎратрǎн -пугать, шурлǎх –болото, текерлĕк –чибис, тǎрна – журавль, тĕллерĕн-тĕллесе ятǎн – направлять, шерте –жердь, шест, кǎнтǎр ен- ǎшǎ ен – юг, йǎх – род.
Кǎтарту хатĕрĕсем: Я.Ухсайǎн сǎнĕ, урок презинтацийĕ, çуркунне çинчен ÿкрчĕксем, ачасен ÿкерчĕкĕсемпе ĕçĕсем.

Урок юхǎмĕ
1. Класра Васильев юрǎçǎ «Ģуркунне» ятлǎ юрǎ юрлать.
Учитель ачасене сывлǎх сунать те урок пуçлать.
- Ачасем, юрǎ мĕн çинчен пулчĕ?(хурав)
-Юррине кам юрларĕ-ши?(Хурав)
-Ģуркунне çинчен эпир малалла калаçатпǎр. Малтан Николай Шелепи çинчен кǎшт çеç аса илер-ха.
-Кам мĕн пĕлет?
- Халь вǎл çырнǎ»Ģуркунне» сǎвва пǎхмасǎр каласа парас пулать. Хǎшĕ лайǎхрах! (Ачасем сǎвǎ калаççĕ)
Ģĕнĕ тема
2. Ачасем, эпир çуркунне темине малалла вĕренетпĕр. Паян эпир Я.Г.Ухсай çырнǎ «Ģурхи ÿкерчĕк» сǎввипе паллашатпǎр. Пирĕн тĕллев çак сǎвва илемлĕн вулама, уççǎн калаçма, тĕрĕс хуравсем пама пĕлмелле. Ģавǎнпа пирĕн урокра мĕнле ĕçлемелле (тǎрǎшса).
-Я.Ухсай ятне асǎнтǎм та-ха, мĕн пĕлетпĕр-ха эпир ун çинчен? (ачасем Ухсай çинчен каласа параççĕ, тетрачĕсемпе те усǎ курма пултараççĕ)
Ачасем каланине çирĕплетсе Ухсай çинчен хатĕрленĕ презинтацие кǎтартасси.
- Маттур, ачасем, хамǎр ентешĕмĕр çинчен пĕлни вǎл питĕ лайǎх.
- Малтан эпĕ вулатǎп, эсир йĕрлесе ларǎр, ǎнланман сǎмахĕсене тетрадь çине çырса хурǎр. Юрать-и?(ачасем ǎнланман сǎмахсене вулаççĕ, кашни парта çинче словарьсем пур – çав словарьсемпе усǎ курса хǎйсемех ǎнланман сǎмахĕсене тупаççĕ – пĕрер сǎмах, ыттисене учитель хǎй ǎнлантарать- презинтацире хатĕрленĕ ÿкерчĕксемпе усǎ курать))
- Ăнланман сǎмах юлмарĕ-и? Пит лайǎх. Халь вулатпǎр.
(Мĕн вуланине каласа параççĕ, тишкереççĕ.)
- Ачасем сǎвǎ вуланǎ май куç умне мĕнле ÿкерчĕк тухса тǎчĕ-ха? Ģуркунне мĕнле улшǎнусем пулса иртеççĕ-ха?
Йывǎçсем ……. …… ççĕ,
Кайǎксем ……. …. …..ççĕ.
Ачасем …… ……. ççĕ,
Ģынсем …. ……ççĕ.
- Ģурхи ÿкерчĕке курса савǎннǎ çыннǎн мĕнле туйǎм çуралать-ши? Ģак çын мĕнле кǎмǎллǎ пулни çинчен эпир мĕн те пулин калама пултаратпǎр-и?(ответсем)
- Яков Гаврилович пек эсир çут çанталǎка сǎнаттǎр-и е вǎл сирĕн куçǎр умне курǎнмасть те?(ответсем)
- Эсир çуркунне килессине кĕтетĕр-и? Ģуркуннене мĕнле кĕтсе пулать? Чǎннипе мĕнле кĕтмелле?
-Мĕншĕн сǎвва «Ģуркуннехи ÿкерчĕк» тесе ят панǎ. Пирĕн ума мĕнле ÿкерчĕк тухса тǎрать?(Хурав)
Пĕрремĕш çаврǎмне вулар-ха.
- Ģуркунне ĕçне кǎтартакан ĕçсене кǎтартса тухар-ха:
çĕмĕрт –
сарана тунийĕ-
çǎка –
хурǎн шывĕ –
шǎпчǎк –
-Иккĕмĕш çаврǎмне вулар.
Каялла килнĕ çуркунне мĕнле ĕçсем тÿни çинчен каланǎ кунта?
шуйхатрǎн-
вĕçтертĕн-
тĕллерĕн-

Физминутка.
_Ачасем кǎштах çеç канса илер-ха. Ачасем хатĕрленĕ тупмалли юмахсен тупсǎмне туптарасси.
(Куçсене кантарни)
-Виççĕмĕш çаврǎмне вулатпǎр.
-Мĕнле кайǎк çинчен каланǎ?
-Вǎл ытти кайǎксенчен мĕнпе уйрǎлса тǎрать? Мĕншĕн вǎл шерте çинче юрлать?
-Ģуртне кам туса панǎ-ши?
-Сирĕн килте шǎнкǎрчсем валли йǎвасем хатĕрленĕ-и?
-Вǎл та эп те юрǎ йǎхĕнчен тенине эсир мĕнле ǎнланатǎр?
- И.Я.Яковлевǎн сǎмахĕсене аса илер-ха. «Ģĕр пин юрǎ çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сǎмах пĕлекен халǎх тесе мĕнле халǎх пирки каланǎ-ши?(хурав)
- Я.Ухсай мĕнле халǎх йышне кĕрет-ха?
Апла пулсан, вǎл та юрǎ ушкǎнне кĕрет, çапла-и?
Кайǎкĕ юрǎ йǎхне кĕрет-ши-ха?(хурав)
-Эсир шǎнкǎрч юррине итленĕ-и?
Юрри сире килĕшрĕ-и?
-Халь сǎвва тепĕр хут вуласа тухар-ха. Вуланǎ чух ǎнланса вулǎр,тен, тата ǎнланман сǎмахсем сиксе тухĕç.
- Сǎввине вуласа тухрǎмǎр, мĕн çинчен çырнине ǎнлантǎр-и?(хурав)
-Халь сǎвǎри илемлĕх мелĕсене шыраса тупар-ха.
1.……шĕлкеме(шÿлкеме)
….. çǎка
Ģак япала ячĕсем умне паллǎ ячĕсене тупса çырǎр.
2.Сǎвǎра чĕрĕ мар япаласемпе пулǎмсене чунлǎ пек туса кǎтартнǎ сǎмахсен çыхǎнǎвĕсене тупǎр та тетраде çырса хурǎр.
Тĕслĕхрен: çĕмĕрт çакать, папкана ларать, çуркунне таврǎнатǎн пирĕн паталла, шуйхатрǎн, тǎрнана вĕçтертĕн, вĕсен çулне тĕллерĕн.
3. Сǎвǎ çаври миçе йĕркерен тǎрать: 6 йĕрке.
4. Ачасем мĕн-вǎл рифма? Сǎввǎн рифми пур-и? Вуласа парǎр-ха.
-Ачасем сǎвǎри илемлĕхе(шǎнкǎрч юрри, çĕмĕрт çурни, тǎрна вĕçни, ) эсир курнǎ-и? Хурǎн шывне те ĕçсе курнǎ пуль-ха, çаплǎ-и?
-Ачасем çак илемлĕх яланах пулать-и е пĕтме пултарать, хǎçан?(хурав)
-Паллах, ачасем эпир пǎхма пĕлмесен, упрамасан.
Ģавǎнпа пирĕн мĕн тумалла ĕнтĕ? (хурав)
- Упрас тесен пирĕн мĕнле çынсем пулмалла?
Сире Диана ваттисем пире (уйрǎмах çуркунне) мĕнле пулмалли çинчен вуласа парать. Е ачасем ĕç çинчен мĕнле ваттисен сǎмахĕсем пĕлни çинчен ыйтмалла?
Пĕтĕмлетÿ.
1. Урокра эпир мĕн çинчен калаçрǎмǎр?
2. Ģуркунне илемĕ мĕнре курǎнса тǎрать?
3. Ģуркунне тата та илемлĕрех пултǎр тесен пирĕн мĕн тумалла?
4. Я.Г.Ухсай çырнǎ сǎвǎ пире мĕн тума вĕрентет?
5. Мĕнле çĕнĕ сǎмахсемпе паллашрǎр?
6. Мĕнле шухǎшлатǎр – эпир ĕçлени Яков Гавриловича килĕшрĕ-ши?
Киле ĕç. Сǎвва лайǎх вулама вĕренсе килмелле тата çуркунне çинчен сǎвǎсем, ÿкерчĕксем, юрǎсем илсе килĕр . «Килти вулав» кĕнекипе усǎ курǎр, унти хайлавсене те вуласа килĕр.
Ģитес урок вулав урокĕ пулать.
Хак пани. Ěçленĕшĕн оценкǎсем лартасси.

Категория: Данилова Елена Арсентьевна | Добавил: Elena) (22.01.2011)
Просмотров: 511 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]